Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Эверккел Ваҫҫи

Эверккел Ваҫҫи (чӑн ячӗ Самойлов Василий Алексеевич) — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. 1940 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче Куйбышев облаҫӗнчи (хальхи Самар) Похвиҫнӗ районне кӗрекен Вӑтам Эверккел ялӗнче ҫуралнӑ.

1979 ҫултанпа СССР ҪП пайташӗ шутланать.

Пурнӑҫӗ

Вунӑ класс пӗтерсен пӗр вӑхӑт район хаҫатӗнче ӗҫленӗ. Выборг хулинчи (Ленинград облаҫӗ) Тинӗс-Ҫар шкулӗнче вӗреннӗ. Ҫурҫӗр флотӗнче моряк пулнӑ. Каярахпа Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Пионер сасси» («Тантӑш») хаҫатра вӑй хунӑ, ҫав хушӑрах И.Н.Ульянов ячӗллӗ университетран куҫӑмсӑр майпа вӗренсе тухнӑ. «Капкӑнпа», «Хатӗр пул» («Ҫилҫунат») журналсенче, «Хыпар» хаҫатрӑ ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Эверккел Ваҫҫин шӳтлӗ-йӗплӗ калавӗсем, сӑввисемпе юптарӑвӗсем республикӑра тухакан хаҫат-журналта час-часах пичетленеҫҫӗ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн «Кану кӗнеки», «Хамӑр хушӑра» (сӑвӑсем, 1980), «Тухтӑр чӗлхи», «Капкӑн» библиотекинче «Каламалли пурччӗ» (калавсем, 1982), «Чарусӑр алӑ» кӗнекисем пичетленсе тухнӑ.


 
Категорисем: Эверккел Ваҫҫи
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-11-07 09:22:45 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4420 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем